Республика кунĕ - Куславкка районĕнче

Республика кунне, йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çул Шупашкарта тата пĕр-пĕр районта ирттереççĕ. Кăçал уява тĕп хулара тата Куславкка районĕнче паллă тăвĕç. Муниципалитет çак тĕллевпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче алă пуснă. Министрсен Кабинечĕ Республика кунне ирттерессипе çыхăннă мероприятисен планне хатĕрленĕ ĕнтĕ. Ăна паянхи ларура çирĕплетрĕç. Чăваш Республики хăйĕн патшалăх уявне яланхиллех анлă паллă тăвĕ. Районсенчен Республика кунне палăртма кулсавккасене шанса панă кăçал. Вĕсем уява хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Иртнĕ çул муниципалитет Раççейри пĕчĕк хуласене хăтлăх кĕртессипе йĕркеленĕ конкурса çĕнтернĕ. Куславкка районне грант укçи парса хавхалантарнă. Патшалăх тĕревĕпе кунта тĕп кану паркне хăтлăх кĕртĕç. Шупашкарта та чылай мероприяти иртĕ. Уявра кивĕ йăла-йĕркесенчен пăрăнмĕç: «Раççей çăлкуçĕсем» конкурс, «Регионсем – чикĕсĕр хутшăнусем» курав, экономика форумĕ тĕрлĕ халăха пĕр юхăма пуçтарĕ. Акатуй вара районсене кăна мар, республика тулашĕнчи йăхташăмăрсене те пухмалла. Кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта мерпоряитисене çирĕп йĕркене пăхăнса ирттерĕç. Ларура ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç. Çĕршывра кăçалтан ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене çĕнĕ патшалăх пулăшăвне парĕç. «Агротуризм» грантне 3 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Патшалăх тĕревне Улатăр районĕнчи Юрий Аверьянов хресчен фермер хуçалăхĕ илме тивĕçнĕ. Пулăшупа муниципалитетра халăха канмашкăн хăна çурчĕ, ача-пăчапа спорт лапамĕсем тума пултарĕç. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов

12+
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии