Ӳкмен, юсав пырать
Шыв пашни персе аннă. Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнчи ҫынсем халĕ шывсăр лараççĕ. Çак хыпар интернет уçлăхĕнче çиçĕм евĕр хăвăрт сарăлчĕ. Каярах Аслă Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕнчен çак информаци суя пулнине пĕлтерчĕ – пашньăна юсав ирттерме антарнă. Ыйтăва уçăмлатма Елчĕк тăрăхне шăнкăравларăмăр. ВАСИЛИСА САПОЖНИКОВА: «Асăннă ялта 167 хуçалăх шутланса тăрать. Вĕсенчен 52-шĕ пушă. Çынсем ытларах хăйсен тарасисенчен тата скважинăсенчен шыв илсе тăраççĕ. 31 хуçалăх водопровод сечĕ урлă шыв илет. 1980-мĕш çулта хăпартнă пашньă кивелсе çĕрĕшнĕ. Вăл ÿкес хăрушлăх та пурчче. Çавна май шыв уçлакан пашньăна юсав ĕçĕсем ирттерме антарнă. Паянхи куна ял халăхне графикпа килĕшÿллĕн шывпа тивĕçтереççĕ. Ирхине 6:00 сехетрен пуçласа 9:00 сехетчен, каçхине 16:00 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен. Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн шыв уçлакан пашньă малтанхи режимпах ĕçлеме пуçлать».