Республика чысне хӳтелĕ
«Çĕнĕ çăлтăр» – юрă-кĕвĕ конкурсĕ. Çулсерен унта вун-вун çамрăк хутшăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – çĕнĕрен те çĕнĕ пултаруллă юрăçсемпе паллаштарасси, çамрăксене хăйсен ăсталăхне туптама çĕнĕ майсем парнелесси. Кăçал Чăваш Енри хастарсем те çак конкурсра республика чысне хӳтĕлĕç. Конкурса хутшăнакан Мария Назаровăна тăван шкулĕнче ăшшăн аса илеççĕ. Ачаранах вăл маттур та хастар пулнине аса илеççĕ вĕрентекенсем. Хальхи тапхăрта Мария Мускав хулинче конкурса хатĕрленет. Тăван тăрăхра вара вăл çĕнтерӳпе таврăнасса шанаççĕ. Çамрăксер юрă-кĕвĕ тĕнчипе ачаранах туслă пулнă. «Сăнӳкерчĕксем çинче те вăл яланах микрофонпа», – палăртаççĕ вĕрентекенсем. ЛАРИСА ЭНТИНА: «Машăна эпĕ лайăх енчен анчах аса илетĕп. Уроксенче вăл яланах чипер, лайăх кăмăлпа ларатчĕ, яланах сăпайлă. Хăйĕнпе пĕрле вĕренекенсене вăл пулăшма тăрăшатчĕ. Хăй те уроксем хыççăн юрлама та, ташлама та юрататчĕ. Шкул пĕтерчĕ – аттестатĕнче унăн лайăх паллăсем кăна, пиллĕксем анчах унăн». Пултарулăх анинче вара Мария Назарова хăйне валли хушма ят суйласа илнĕ. Ытларах ăна Мария Энза ятпа халĕ пĕлеççĕ. «Çĕнĕ çăлтăр» конкурсра çамрăка хавхалантарма вара кашниех пултарать. «Звезда» телеканалпа иртекен конкурсăн тӳрĕ эфирсем ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче пуçланĕç, кашниех хăйĕн сасне смс-çырупа çитерме пултарĕ