Çынсен шучĕпе пуйма шутланă
Чăваш Енри почта уйрăмĕн ĕçченĕ çынсене улталанă. Сĕнтĕрвăрри район сучĕ 45 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе çапла йышăну тунă. Саккуна пăснăскере 2 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă. Кун пирки Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ пĕлтерет. ВАЛЕНТИНА АЛЕКСЕЕВА: «Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ уголовлă ĕçе малтанласа тĕпченĕ тăрăх çакă паллă. Айăпланакан Çĕрпӳ районĕнчи пĕр почта уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. 2020-мĕш çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 2021-мĕш çулхи авăн уйăхĕччен почта уйрăмĕн кассине кĕрекен укçан кăтартăвне автоматизациленĕ тытăмне тĕрĕс мар кĕртнĕ. Ун хыççăн нухрата вăл хăйĕн банк счечĕ çине куçарнă. Укçа-тенкĕпе айăпланакан хăйне кирлĕ пек усă курнă. Суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ».