Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем – яваплă та хăйсен тăван тăрăхĕн шăпишĕн пăшăрханакан çынсене пĕрлештереççĕ. Ку тытăма муниципалитет служащийĕсене те, старостăсене те кĕртме пулать. Паян вĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕсене пăрахса филармонинче пуçтарăнчĕç, кунта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунне паллă турĕç. Геннадий Николаев халăх ырлăхĕшĕн 18 çул ĕçлет. Тавралăхра пулса иртекен улшăнусене вырăнта пурăнакансем те кураççĕ, хаклаççĕ. Çавăнпа та ку е вăл ĕçе пурнăçланă çĕре хастар хутшăнаççĕ. ГЕННАДИЙ НИКОЛАЕВ: «Эпир Раççей шайĕнчи конкурсра темиçе хутчен те хутшăнтăмăр. «Экономика развития сельского поселения. Управления финансами». Республикăра иккĕмеш çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Халĕ федераципе те пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр». Ял, район, хула ертӳлĕхĕ – халăха чи çывăх влаç. Çул-йĕр юсасси, кану вырăнĕсене хăтлăх кĕртесси, вăйă лапамĕсем тăвасси, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтересси, çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парасси – çакă йăлтах вырăнти хăй тытăмлăх яваплăхĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет тытăмĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне пысăк хак пачĕ. – Паянхи уявпа саламлатăп пурне те – хама та, сире те. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма – вăй-хал. Хастар ĕçлесе пыма хавхалану, чăтăмлăх сунатăп. Вырăнти хăй тытăмлăхра чылай çул тӳрĕ кăмăлпа тăрăшакансене уявра чыслăн саламларĕç. Хăтлăх кĕртессипе çыхăннă программăсене пурнăçлас енĕпе элĕксем кăтартуллă ĕçлеççĕ. «Кăçал та тумалли пайтах», – теççĕ вĕсем. ВЯЧЕСЛАВ ЕФИМОВ: «Чăваш Республикинчи патшалăх палăртса хунă инициативлă бюджет тетпĕр. Эпир – ял хуçалăх предприятисем те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те тимлĕн ĕçлеме пуçларăмăр. Пĕрремĕш тапхăр ĕнтĕ вăл, çак такăрлăк çулсене юсама пуçларăмăр. Ун хыççăн масар çинчи пӳртсене, йери-тавра картасене юсама пуçларăмăр. Ялсенче водопроводсем çук. Çак ĕçе аталантарма пуçларăмăр. Асаттесем тунă пĕвесене те пирĕн юсаса пымалла. Паллах, ĕçĕ питĕ нумай». Халăх пурнăçне меллĕрех тăвас тесе республикăра пĕлтерĕшлĕ ĕçсем чылай тăваççĕ. Кăçал авăн уйăхĕнчи сасăлавра Чăваш Республикинчи районсене муниципаллă округсене куçарĕç. Районсене пĕрлештерни муниципалитетсен ĕçне ырă улшăнусем кĕртмелле – çакă вырăнти çивĕч ыйтусене тухăçлă татса пама май парĕ. Ял тăрăхĕсен хысни те пĕрлешет, территорин аталанăвĕн планĕ те пĕрре пулать. Чи пĕлтерешли – çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма хушма пулăшусемпе çĕнĕ проектсем хута кайĕç. Елизавета Цветкова, Игорь Зверев

12+
33 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии