Парламентсен çыхăнăвĕ

Чăваш тата Тутар Республикисем парламентсен çыхăнăвне аталантараççĕ. Малашнехи пĕрлехи ĕçсен тĕп çулĕсене палăртас тĕлĕшпе паян Шупашкарта Тутар Республикин Патшалӑх Канашӗн комитечĕн председателĕпе Айрат Зарипова йĕркеленĕ канашлу иртрĕ. Тĕпулура социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсем тĕпре пулчĕç. Кăçал авăн уйăхĕнче икĕ республикăн парламент комитечĕсем анлă лару ирттерес тĕллевлĕ. Унта Паташлăх Канашĕсен депутачĕсем халăх йăли-йĕркине упрас, атлантарас енĕпе тата çĕнĕ технологисем ĕçĕ кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. «Пирĕн республикăсем пĕр-пĕринпе питĕ çывăх, çавăнпа та парламентсемпе килĕштерсе ĕçлени малашлăхра çĕнĕ çыхăнусем йĕркелеме май парĕ», палăртрĕ Тутар республикин Патшалӑх Канашӗн комитечĕн председателĕ Айрат Зарипов. Канашлура çавăн пекех икĕ регион малашне пĕрле культура уявĕсем, куравсем, тĕлпулусем йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те тишкерчĕç. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Сентябрь уйăхĕнче Çĕпрел районĕнче Тутарстанра пирĕн комитетсем пĕрле заседани ирттертпĕр тесе калаçрăмăр. Çак заседанине комитетсем анчах мар, каламалла Патшалăх канашĕсем те пĕрле пуçтарăнса çакăнта наци ыйтăвĕсене, культура ыйтăвĕсене сÿтсе яватпăр».

12+
38 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии