Ĕç йĕрки паллă
Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕнĕвĕпе 8 çултан пуçласа 16 çула çитмен ачасене пăхса ӳстерекен çемьесене хушма тĕревпе тивĕçтерĕç, енчен те çемье сахал тупăшлисен шутĕнче пулсассăн. Тӳлевсем вăхăтра пулĕç. Синкерлĕ лару-тăрура хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, 2022-мĕш çулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттересси. Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Чăваш Республикинчи тĕп юсав ĕçĕсене тимлекен фонд кăçалхи ĕçсене пурнăçлма 1 млрд тенкĕ ытла яма пултарать. Пĕлтĕр усă курайман укçа-тенкĕне кĕçех ĕçе кĕртме палăртаççĕ Чăваш Республикин строительство министерствинче. Çавăн пекех ларура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă çырури ĕçсене пурнăçа кĕртессине сӳтсе яврĕç. Халĕ кашни министерство документра палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре палăртать. Хула хăтлăхĕ, коммуналлă пулăшупа тивĕçтересси, вĕрентӳ тытăмĕ, инвестици проекчĕсене илĕртесси, вăтам тата пĕчĕк услам ĕçне аталантарасси тата ытти те. Пĕтĕмĕшле 200-е яхăн ĕç палăртнă. Вĕсене пурнăçа кĕртесси вăхăтлă пулмаллине палăртрĕç ларура