Пĕрлĕхре - вăй

Пĕрлĕхре, туслăхра – вăй. Чăваш Ен Донбасс инфратытăмне тата промышленность пайне çĕнетсе вăй илме пулăшать. Донецк халăх республикин делегацийĕ ĕçлĕ çул çӳревпе Чăваш Ене килсе çитрĕ. Вĕсем республикăри промышленность предприятийĕсемпе паллашрĕç. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесси пирки калаçса татăлчĕç. Донецк халăх республикинчи арканнă инфратытăма çĕнетессипе икĕ ен те ĕç планне çирĕплетрĕç. Пĕрле вăй хурасси пирки килĕшӳ турĕç. – Эпир çывăх вăхăтра Донецк халăх республикинче вырнаçнă заводсене хамăр технлогисене парăпăр. Унта пирĕн патĕнче тăвакан продукцисене тума пуçлĕç çывăх вăхăтра. Эпир тепĕр уйăхран Донецк халăх республикине кайса çак ĕç мĕнле пулнине тепĕр хут тĕпчесе тата ытти енĕпе мĕнле ĕçлемелли пирки те çак хамăр хушăри ĕçсене анлăлатса çирĕплетсе шанса тăратпăр. Ку енĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Чи малтанах ĕнтĕ çак ĕçе тума вĕрентсе пырасси кирлĕ. Ку енĕпе пирĕн Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренӳ программисем вăйлă. Университет республикăри электротехника кластерĕнче чи шанчăклă аслă шкул шутланать. Вăл Донецк халăх республикинчи предприятисенче ĕçлеме пултаракан специалистсене хатĕрлессе кăларассипе те ĕçлĕ. Çитес вăхăтра Чăваш Республики Донецкри наци техника институчĕпе килĕшӳ алă пусмалла. Йывăрлăха лекнисене Шупашкарти электроаппарат завочĕ те тĕрев парĕ. Тĕрлĕ хатĕр тума пулăшакан документсемпе, заводра ĕçлеме пултаракан çынсене пĕлӳ пама, производство линийĕсене йĕркелеме пулăшĕ. Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев

12+
1 просмотр
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии