Шупашкар депутачĕсен ларăвĕ иртрĕ

Паян Шупашкар депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пуçтарăннисем тĕп хуламăрăн 2021-мĕш çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Ларăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Иртнĕ çул хулашăн та, халăхшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри – Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе – Шупашкарти депутатсен пухăвĕн 7-мĕш созвывĕн 8 депутатне Чăваш Ен Патшалăх Канашне суйланă. Шупашкар хулин иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче ырă улшăну чылай. Олимп стадионĕнче çĕнĕ футбол уйĕ йĕркелени, Алькеш поселокĕнче, «Хĕвеллĕ», «Радужнăй» микрорайонсенче ача сачĕсем хута яни тата ытти те. Çапах халăха пăшăрхантаракан самантсем те çук мар. QR-код системинчен «ывăнни», ăшăлăх тытăмĕпе çыхăннă кăлтăксем пурри, юра вăхăтлă турттарса кайманни. Регион ертÿçи Олег Николаев хула депутачĕсен умĕнче сăмах илнĕ май Шупашкар аталанăвĕпе çыхăннă ĕçре ăнăçусем те, çитменлĕхсем те пуррине палăртрĕ. Сăмахран, микрорайонсем çĕкленеççĕ, шкулсем вара хута каймаççĕ-ха. Çакнашкал çитменлĕхсем малашне ан пулччăр тесен малалли ĕçе тишкерсе тата тапхăрпа йĕркелемеллине палăртрĕ вăл. Ларурара QR-код кăтартассипе çыхăннă ыйтăва та çĕклереç. Ырантан çак йĕркене парăхăçлассине пĕлтерчĕ регион ертÿçи. Кун пирки тĕплĕнрех эрнекунсерен иртекен Оперативлă штаб ларăвĕнче сÿтсе явĕç. Депутатсем вара юлнă ыйтусене ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче сÿтсе явĕç. Юлия Адюкова, Игорь Зверев

12+
2 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии