Чире операцисĕрех çĕнтерме пулать
Усал шыçă чирне операци тумасăрах çĕнтерме пулать. Ку мелпе çулсерен 100-110 çын усă курать. Фотодинамика терапи органсене упраса хăварма пулăшать. Меле «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» программа шайĕнче пурнăçа кĕртеççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕлти Олег Кайахов ку сыватмăшра пĕрремĕш хут. Унăн сăмси çине мăкăль-шакăль тухнă. Иртсе каять пуль-ха тесе Олег пăшăрханман, анчах вăхăт иртнĕçем мăкăль ӳссе кăна пынă. ОЛЕГ КАЙАХОВ: «Приема килтĕм. Халь сипленетпĕр. Халь аптрамастăп лайăх. Чĕрĕлессине ĕненетĕп». Кăмăл-туйăмĕ Олег Кайахавăн аван. Вăл сывласса шанать. Ăна фотодинамика терапипе сиплеççĕ. Ку рак чирĕсене çĕнтермелли çĕнĕ мел тесен те йăнăш пулмĕ. Медицина тытăмне ăна пилĕк çул каялла кĕртнĕ. НАДЕЖДА КУДРЯШОВА: «Фотодинамика терапине эпир ытларах рак чирĕ пуçланнă вăхăтра усă курма тăрăшатпăр. Ку мел рак чирне операци тумасăрах сиплеме май парать. Терапине эпир Раççейре кăларнă оборудованипе ирттеретпĕр». Лазер хирурги аппарачĕпе ĕçлеме питĕ ансат. Вăл шанчăклă хатĕр. Фотодинамика терапине усă курни шалти органсене упраса хăварма май парать. Лазер аппаратĕнче ют çĕршывран кӳрсе килсе килнĕ пĕр пай çук. Чарусем кĕртнĕ вăхăтра ку, палах, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Алексей Зотиков, Николай Скворцов