Раççей кунĕ сумлă иртрĕ

Канмалли кунсенче çĕршыври, çавăн пекех республикăри кашни ял-хулара Раççей кунне паллă турĕç, Шупашкарта пурăнакансем Хĕрлĕ тӳремре пуçтарăнчĕç. Кунта «Раççей юррисем» Пĕтĕм çĕршыври 16-мĕш фестиваль-марафон кĕрлесе иртĕ. Чăваш, вырăс, тутар, мордва – республикăра 128 наци çынни пурăнать. Вĕсем уява пухăнса Раççейре кирек хăш халăх çынни валли те вырăн пуррине палăртрĕç. Пĕр культура теприне чăрмантармасть, пуянлатса тĕрлĕ енлĕ аталантарса çеç пырать. Çак уяв пурне те пĕрлештернине, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине кăтартать. Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ уявра «Раççей тĕрленĕ картти» фильма пăхрĕç. Унта «çĕршыв карттине» мĕнле хатĕрленине, маçтăрсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштраççĕ. Уяв концерчĕ çĕр-çĕр çынна пуçтарчĕ. Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан «Раççей юррисем» фестиваль-марафон Шупашкарта та пулчĕ. Çак кунсенче 14 тултарнă хĕрсемпе каччăсемшĕн ку иккĕлле уяв пулчĕ, республика Пуçлăхĕн аллинчен вĕсем хăйсен тĕп документне – Раççей гражданинĕн паспортне илчĕç. Уява пухăннă çынсем те хăйсем Раççейре çуралнишĕн мухтаннине тата тăван тăрăха юратнине палăртрĕç

12+
40 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии