Экзаменсем пуçланчĕç
Паян Раççейре патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен тĕп тапхăрĕ пуçланчĕ. Чăваш Енре литература, географи тата хими предмечĕсемпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме 1300 ытла ача хутшăннă. Экзамен йĕркинче еплерех улшăнусем пур? Çамрăксем пĕлӳ шайне тĕрĕслеме хатĕр-и? Çак ыйтусен хуравне тупма Юлия Адюкова Шупашкарти 59-мĕш шкулта йĕркеленĕ экзамен пунктне çитсе килчĕ. Пăлхануллă та яваплă кун. Экзамен пуçланиччен пĕр сехет ытларах çеç юлнă. Ачасемпе пĕр танах вĕсен ашшĕ-амăшĕ те пăлханать. СВЕТЛАНА СМИРНОВА: «Хумхануллă кун паян, ĕнер кăна юлашки шăнкăрав кунне турăмăр та, савăнăçлăччĕ, паян хумхантарать. Çăмăл мар та, вĕренмелли нумай, вуламалли нумай, çавăнпа та вĕсемпе пĕрле хамăр та тепĕр хутчен экзамен паратпăр кунта». Чăваш Енре географипе 226, хими предмечĕпе 827, литературăпа – 285 ача хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме палăртнă. Экзамен йĕркипе çыхăннă улшăнусем те пур. Калăпăр, истори предмечĕпе пĕлӳ шайне кăтартакансен ĕçсене 3 сехетре пурнăçласа пĕтермелле. Малтан вара çак вăхăт 55 минут ытларах пулнă. Çак улшăну экзаменри хăш-пĕр ыйтусене пăрахăçланипе çыхăннă. АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Республикипе 35 экзамен ирттермелли пункт йĕркеленĕ. Паян экзамен 12 пунктра иртет. Литература, хими тата георгафи предмечĕсемпе 1300 ача экзамен тытать. Çак предметсене ачасем хăйсем тĕллĕн суйласа илнĕ». Шупашкарти 59-мĕш шкул вара литература предмечĕпе экзамен тытса малашлăхра пултарулăх çынни пулас текенсене пĕр тĕвве пухрĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Экзамена кĕрекен кашни çамрăках çирĕп тĕрĕслеççĕ. Ман умра та тĕрĕслекенсем, вĕсем халĕ ятарлă хатĕрпе металл шыраççĕ. Манăн телефона, сăмахран, шыраса тупрĕç, эппин, эпĕ ăна хăваратăп». Экзамен тытмалли кашни аудиторинех видеокамера хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Вĕсем урлă общество сăнавçисем тĕрĕслев ирттереççĕ. Çавăнпа та тĕрĕслĕх – пĕрремĕш вырăнта, ачасен пĕлмен ыйтăва вăрттăн çырса илме май çук. КСЕНИЯ ИЛЮШКИНА: «Эпĕ ӳнер училищире вĕренетĕп, мана çак экзамен академине кĕме кирлĕ. Эпĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Халĕ кăшт хăратăп». Литературăпа пĕлӳ шайне тĕрĕслеме Шупашкар хулинче 182 ача суйласа илнĕ. Çак предметпа экзамен тытакансене кăçал орфографи словарĕпе те усă курма ирĕк панă. Ачасем тĕрĕслев ĕçĕсене еплерех çырнине çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче пĕлме пулĕ. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин