Добавить
Уведомления

Ăшă çанталăк

Тинех çулла çитрĕ пулмалла. Малалла, чăнах та, шăрăх кунсем пуçланаççĕ: кăнтăрла сулхăнра сывлăш температури 30 градус таран хăпарать, каçхине те урамра кĕске çанăллă кĕпепе çӳреме пулĕ. Паян тата ыран сивĕрех. Çил çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчен вĕрет. Антициклон варрине кĕнипе ытлари кунран ăшăтать. Юн кунран çил анăç енчен вĕрме пуçлать, хыççăн вара кăнтăр-хĕвеланăçалла куçать. Эрне варринче Чăваш Ене тропик циклонĕ килет. Çавăнпа та утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа термометр 27 градус таран ăшă кăтартать, канмалли кунсенче вара 27-32 градус пулмалла. Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен республикăра вырăн-вырăнпа хăрушлăхăн «хĕрлĕ сарă» шайĕ тесе палăртаççĕ Чăваш Енри патшалăх синкерлĕ лару-тăру комитетĕнчен. Шăрăх çанталăкран Патăрьел районĕ ытларах шар курма пултарать. Пушар тухас хăрушлăх пысăк. Асăрхануллă пулăр! Кĕçнерни кун кăнтăрла хыççăн вырăн-вырăнпа çумăр çума пултарать. Вăйсăр çил вĕрет. Чăваш Енре шăрăх çанталăк утă уйăхĕн çурриччен сыхланса юлать

12+
16 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии