Çуллахи кану
Çу тапхăрĕ çывхарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кану кунĕсенче ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсем хăйсен алăкĕсене уçĕç. Пĕлтĕр, коронавирус чирĕ алхаснине пула, лагерьсенчи ĕç-хĕле чылай асăрхаттарупа чарăва шута илсе йĕркелеме тивнĕ. Кăçал вара лару-тăру лайăхрах, чирлекенсен йышĕ те самай чакнă. Çавна май Роспотребнадзор ĕçченĕсем ача-пăча лагерĕсенчи санитари йĕркине улшăну кĕртнĕ. Вĕсем хăш-пĕр чарăва пăрахăçлама ирĕк параççĕ. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Массăллă мероприятисене тĕрлĕ ушкăнсемпе ирттерме тата уçă сывлăшра урăх пĕрлешӳри çынсемпе хутшăнса уявсем йĕркелеме ирĕк панă. Отрядсене 100 проценчĕпех тултарма юрать. Смена пынă тапхăрта ачасене тата вĕсемпе ĕçлекенсене лагерь тулашĕнчи ĕçсене хутшăнма та май пур халĕ. Çавăн пекех ачасен ашшĕ-амăшĕ лагере кĕме пултарать. Çапах та хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла е сыхлăх эмелне ăша янине çирĕплетекен хут пулмалла».