Халăх йăли-йĕркине халалланӑ пурнăç
Чӑваш Ен авалхи историйӗпе, хӑйне евӗрлӗ культура тата тӗнчипе чапа тухнӑ, чӑваш ятне мухтава кӑларнӑ ҫыннисемпе палӑрса тӑрать. Малалла вĕсем пирки тĕплĕнрех. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Паллĕ ентешсен çултăлăкĕнче Шупашкарта «Çĕршывăмăрăрн чапĕпе мухтавĕ – унăн çыннисем» курав уçăлчĕ. Кунта 36 стенд. Кашниех республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Вĕсен йышĕнче Зинаида Алексеевна Козлова та. Вăл 40 çула яхăн «Уяв» фольклор ансамбльне ертсе пырать». «Ачаранпах вăйăра, халăх йăли-йĕркине курса ӳсрĕм. Аттепе анне вĕсене пăхăнса пурăннă, пире те ăша хывтарнă. Çулталăкри кашни уява паллă тунă, чăваш халăхĕн йăли-йĕрки ман чун-чĕрене çирĕп кĕрсе вырнаçнă», – сăмах пуçарчĕ Зинаида Алексеевна. Слава пиччĕшĕн туйĕ эрнене тăсăлнине, кашни кунĕ халĕ те асра пулнине палăртать. ЗИНАИДА КОЗЛОВА: «Пирĕн каспа акă çимĕкре тухаççĕ. Питрав кунĕччен. Чăвашăн тăватă эрни пулнă вăййи. Вырăссем çулталăкĕпех çӳренĕ вĕсем юрласа. Пирĕн Питравра. Вăл паян кун та манăн куç умĕнче. Эпир çамрăк пулнă ун чухне. Вăл ытларах ăшра ларса юлать». Çак туйăмах чăваш пикине Мускава вĕренме илсе çитерет. Гнесин ячĕллĕ училищĕре фольклор уйрăмĕнче пĕлӳ илет. Кайран Саратоври консерваторинче ăс пухать. Апла пулин те шăпа ăна Чăваш Енех каялла илсе çитерет. Амăшне шалккăм çапнипе вăл ăна пăхма килет. Çамрăк специалиста «Çавал» фольклор ушкăнне ĕçлеме палăртаççĕ. ЗИНАИДА КОЗЛОВА: «Унта эпĕ пĕр чĕлхе тупаймарăм артистсемпе. Вĕсем мана каларĕç. Сĕтел айĕнчи юрăсем кирлĕ мар тесе. Ида Анатольевна Кочетова вăл мана ун чухне каларĕ вырăслах: «Разве бывает фольклор профессиональным?» терĕ. Эпир ун чухне Михаил Григорьевич Кондратьевпа кайнă культура министерстивне музыка учлищинче 88 çулта фольклор уйрăмне уçмашкăн». Лартнă тĕллеве пурнăçланă, хăй те вĕрентнĕ. «Уяв» фольклор ансамбльне йĕркелени – пурнăçри чи пысăк ĕç пулнине калать Зинаида Алексеевна. Хăйĕн пурнăçне вăл фольклорсăр курманнине калать. ЗИНАИДА КОЗЛОВА: «Юрри-ташшипе кăна тытăнса тăмасть халăх йăла-йĕрки. Çĕнĕ çул, çăварни, Мăн кунĕ, акатуйĕ, туйсем пуçланаççĕ, кĕр сăри тыр пуçтарса тирпейлесен, пирĕншĕн вăл тĕп уяв, çын пурнăçĕ вăл. Ăна кăтартса памалла. Эпĕ ĕмĕтленетĕп тахçантанпах мĕн килсенех кунта пирĕн çак йăла-йĕрке театрĕ тумалла». «Уяв» фольклор ансамбльне çĕршывра кăна мар унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. 2020 çулта ĕçне кура вĕсене «Раççей халăх пултарулăхĕн тава тивĕçлĕ ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ. «Эпир çĕнĕ юрăсем, халăх юррисене шăрантаратпăр. Чăвашсем пурăннă ытти регионта та эпĕ сахал мар юрă çырнă. Вĕсем чуна тыткăнлаççĕ», – палăртать паллă ентеш. Алексей Зотиков, Игорь Зверев