Добавить
Уведомления

Ешĕл апат хатĕрлеççĕ

Çуллахи кунăн кашни сехечĕпе усă курмалла. Çакна мала кăларать те паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакан. Халĕ шăпах çум-курăкпа кĕрешмелли тапхăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 200 000 ытла гектар çинче тасатнă. Пĕлтĕр ку ĕçе çак вăхăт тĕлне 48 000 гектар ытларах пурнăçланă пулнă. Çум-курăкпа кĕрешнĕ вăхатра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеме те манмалла мар. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрах, паян республикăри пур районта та нумай çул ӳсекен курăка çулма тухнă. Хальлĕхе 24 пин ытла гектар ĕçе кĕртнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 3 хут майлă сахалтарах. Елчĕксемпе патăрьелсен çулнă лаптăкĕ 3 000 гектартан та иртет. Вĕсем тата çĕмĕрлесем кирлин çуррине пурнăçланă та. Çав вăхăтрах йĕпреçсен, канашсен, вăрмарсен, çĕрпӳсен, етĕрнесен кăтартăвĕ 10 процентпа та танлашмасть. Республикăри 19 районта сенаж янтăлаççĕ. Кĕрхисене акасси пирки те халех шухăшламалла. 10 районта паян çĕр хатĕрлеççĕ. Кунта та патăрьелсемпе елчĕксем малта. Хальлĕхе республикăра çичĕ пин çурă гектар çинче кĕрхи культурăсене акма çĕр сухаланă

12+
4 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии