Укçа шута юратать

Чăваш Енре тулашри муниципаллă финанс тĕрĕслевне централизацилесси вĕçленнĕ. Кун пирки Чăваш Енри тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова республика Пуçлăхĕпе ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулура пĕлтерчĕ. Ĕçе централизацилени 21 миллион тенкĕ ытла перекетлеме май панă. 2022-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре тĕрĕслевпе шутлав палати çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçланă. Федераци саккунĕ ыйтнипе 2021-мĕш çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа муниципалитетсенче харпăр хăй тĕллĕн ĕçлесе пыракан тĕрĕслевпе шутлав палатисем йĕркеленмелле. Малтанласа калаçу республика хысни пирки пулнă пулсан, кăçалтан пуçласа Чăваш Енри пĕрлештернĕ хыснине те тимлĕх уйăрмалла. Халĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри – палăртса хунă ĕçсене туллин пурнăçа кĕртесси, патшалăх программисене, наци проекчĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласси. Ĕçе централизациленин усси пысăк – вăл тĕрĕслевсен тухăçлăхне ӳстерме май панă. Экспертпа-аналитика ĕçне пурнăçлама та ансат. Пĕр вăхăтрах регион тата муниципалитет шайĕнчи укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене çирĕп тĕрĕслеве илме, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине те хаклама аван

12+
20 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии