Айдак ячĕ – халăх асĕнче
Тăван çĕршывăн сумлă çыннисем – халăх асĕнче. Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем тĕрлĕ ял-хулана çитсе тĕлпулусем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсем Етĕрне тăрăхĕнчи Тури Ачак ялĕнче – Аркадий Айдак çĕрĕ çинче пулчĕç. Аркадий Айдак ячĕ Тури Ачак ялĕшĕн çеç мар, мĕнпур чăваш çыннишĕн те пĕлтерĕшлĕ. Пылчăкпа сипленмелли больница, 2 шкул уçнă, комбикормпа сăра цехĕсем хута янă, ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç туса илме, уй-хирсене шыв-шур çурасран хӳтĕлеме, çырма-çатрана ешĕлтерме вĕрентнĕ ентешĕмĕр çинчен бюст умне пухăннисем те ырăпа çеç аса илчĕç. Çамрăк ăру та çутçанталăка сыхлассишĕн тăрăшнă Аркадий Павлович тĕслĕхне ăшă хывса çитĕнет. Ăслăлăхпа пултарулăх тĕлпулăвĕ Тури Ачак шкулĕнче иртрĕ. Унта пухăннисем Айдак тунă пархатарлă ĕçсене аса илчĕç. Хальхи вăхăтра çак ырă пуçарусене малалла тăсакан та сахал мар. Çитĕнӳсемшĕн тав туса вĕсене Аркадий Павловича халалласа нумаях пулмасть кăларнă кĕнекесене парнелерĕç. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Тĕлĕнмелле тĕлпулу пырать, çакăнта эпир тĕрлĕ районтан килнĕ тĕрлĕ учительсене куратпăр, тĕрлĕ калаçу пулса иртет. Кунта нумай çул хушшинче çак ялта, çак колхозра халăх валли мĕн чухлĕ пархатарлă ĕçсем туни курăнать. Ăçталла пăхсан та çавăнта пархатарлăх курăнать». Аркадий Айдакпа 40 çул пурнăç сукмакне такăрлатнă Людмила Андреевна – шкулта кĕтнĕ хăна. Вăл çамрăксене ял историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăмсене каласа панипе пĕрлех вĕсене кирлĕ канаш-сĕнӳпе те пулăшать. ЛЮДМИЛА АЙДАК: «Эпĕ питĕ савăнатăп, унăн ятне пурте асăнаççĕ ырăпа, чăн та ырăпа. Колхоз арканман пирĕн, çаплах ĕçлет. Аркадий Павлович çинчен нумай калама пулать. Вăл вырăс тата чăваш чĕлхисен вĕрентекенĕ пулнă май пĕрмай шкула килсе çӳренĕ, республика конкурсĕсене те ачасене хатĕрленĕ». Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем шкул ачисемпе ăсталăх сехечĕсем ирттерчĕç. Чăваш сăввин тытăмне, журналистикăри, тĕрĕ ăсталăхĕнчи вăрттăнлăхсене тишкерме пулăшрĕç. Сумлă хăнасем чăваш хресченĕн кил йышĕн музейне те çитсе килчĕç. Ăна 1984-мĕш çулта Аркадий Айдак тăрăшнипе никĕсленĕ. Музейре чăваш халăхĕн аваллăхĕ, унăн пуянлăхĕ упранать. Çак вырăн хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть, унта паян та вун-вун турист килсе çӳрет. Эппин, Аркадий Айдак ячĕ çулсем иртсен те халăх асĕнче упранĕ. Юлия Адюкова, Артур Галкин