Халăх апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕç

Шăрттан, пӳремеч, хуран кукли, какай шӳрпи, чăкăт. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хăнана килекене тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйланă. Паян та чăваш халăхĕ хăйĕн тараватлăхĕпе палăрса тăрать. Республикăра тăнăç пурнăç тупакансене те халăх апат-çимĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе тутлă çимĕçсемпе сăйларĕç. Мăнкун эрнинче пĕр-пĕрин патне хăнана çӳрес йăла авалтанах пырать. Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килсе пирĕн тăрăхра хӳтлĕх тупакансене те уяв вăхăтĕнче тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Чăваш халăх апачĕпе сăйланма пурте кăмăллă пулчĕç. Кашниех какай шӳрпи, кукăль таврашĕпе апатланса уяв сĕмне туйса илчĕ. Ыталарх аякран килнĕ хăнасем какай шӳрпин тутине кăмăлларĕç. «Тутлă апатпа сăйланнисĕр пуçне пĕр-пĕринпе хутшăнни, чăваш юрри-ташшипе киленни йывăр шухăшсенчен хăтăлма май парать», – палăртрĕç уява хутшăнакансем. Йĕркелӳçĕсем малалла та çакăн йышши уявсем ирттерме шантараççĕ. АНАСТАСИЯ СПИРИНА: «Эпир кашнинех итлеме, кашнин ыйтăвне татса пама тăрăшатпăр. Вĕсен чунĕнче кăштах та пулин лăпкăлăх туйăмĕ вай илессе шанатпăр. Ачасем валли те тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелетпĕр. Аслă ăрурисене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Вĕсен кулленхи пурнăçне кăшт та пулин илем кӳрес тетпĕр».

12+
48 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии