Граждан урамĕнчи çул калаçтарать

Шупашкарти Граждан урамĕнчи çула юсани халăха çав-çавах калаçтарать. Ĕçсем вăраха кайнипе çынсем кăмăлсăр. Халĕ çак урама пырса кĕмелли ункăна та тĕпрен çĕнетме пуçланă. Çурçĕр тата кăнтăр-хĕвеланăç районĕнче пурăнакансем шăв-шав çĕкленĕ. Пăкăсем йĕркеленни, çавра çулпа çӳрени те килĕшмест водительсене. Граждан урамĕнчи строительство хăш шайра пурнăçланать, транспорт çӳрессине мĕнле йĕркелемелле? Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин çакна ирхине вырăна тухса тĕрĕслерĕ. Строительсем каçхи 11 сехетченех ĕçлеççĕ. Подрядчик çĕрле темиçе сменăпа ĕçлеме те шантарнăччĕ, анчах, май çук. Çул-йĕр тăвакансем кунсерен йывăрлăх умне тухса тăраççĕ. ВИТАЛИЙ ЗЕМСКОВ: «Коммуникацисем питĕ нумай. Кашни кун тупăнать. Вĕсен хуçисем те çук хăш-пĕр коммуникацисен, водопровод, газопровод та сиксе тухма пултарать. Отоплени, троллейбус линийĕсем. Вĕсене проектпа пăхман. Килĕштермен хула администраципе. Çавăн пек пăтăрмахсем пулса тăраççĕ Каялла хăш-чухне питĕрсе хурса траншейăсене пире пурнăçлама пĕр эрне кирлĕ пулать. Халăх, паллах, пăлханать. Хамăр та маларах туса пĕтерме тăрăшатпăр». Граждан урамĕнчи ункăна та çĕнĕ сăн кĕртĕç. Халĕ сылтăм енчи çул сийне хăпăтассипе ĕçлеççĕ. Подрядчик çак ĕçе эрне вĕçĕччен туса пĕтерме шантарать. Пăкăсем ан пулччăр тесе кунти йĕркелĕхе çул çӳрев инспекторĕсем те тимлеççĕ. АНДРЕЙ ЕРШОВ: «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем кашни кунах çак çул çинче тăраççĕ. Çул синче кăна тăнипе мар. Камерăсемпе те эпир машинсем мĕнле кайнине пăхатпăр. Çак анализа пăхнă тăрăх, эпир администрацине çак вырăнта машинсемпе çӳреме лайăх пултăр тесе çыру çырса панă». Граждан урамĕнче транспортпа çӳреме йывăрлăх пур, анчах вăл вăхăтлăха. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин водительсене обществăлла транспорт çине куçма сĕнчĕ. Сити-менеджер кашни ир Граждан урамĕнчи строительство ĕçĕсемпе паллашма тухассине каларĕ. Эппин, йĕрке пулатех. Елизавета Цветкова, Татьяна Молокова, Юрий Марков

12+
28 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии