Чунпа яланах çамрăк
Нина Вагапова çамрăкранах хăйĕн пурнăçне ташă ӳнерне халалланă. Тĕрлĕ халăх ташши сцена çинче çеç мар, унăн чунĕнче те вырăн тупнă. Чылай çул вăл илемлĕ хусканусен вăрттăнлăхĕсене вун-вун вĕренекене уçса панă. Паян вăл хăйĕн 80-мĕш çуралнă кунне паллă тăвать пулин те, сцена пурнăçне ăшăлăхпа аса илет. Эпир те юбиляр патĕнче хăнара пултăмăр. Нина Вагапова мăшăрĕпе пĕрле пурнăç тăршшĕпе культура тытăмĕнче вăй хунă. Арслан Степановичпа вĕсем ачасен пултарулăх çурчĕн халăх ташшисен ансамблĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. 40 çул ытла пултарулăх ушкăнĕ куракана хавхалантарнă. Хăйĕн ĕçне чунтан юратни, парăнни, çавăн пекех ташă ӳнерне халăхра анлăрах сарас туртăм пултарулăх ушкăнне çапларах хăватлă вăй парнеленĕ те. Хăйĕн тавра вăл вун-вун пултаруллă çынна пухнă, вун-вун çынна ташă тĕнчине уçса панă. Ушкăнпа пĕрле тĕрлĕ çĕршыва та хăйне евĕрлĕ ташăсемпе çитнĕ. Ансамбль репертуарĕ тĕрлĕ халăх ташшисемпе пуян пулнă. 100 ытла халăх ташшине тишкернĕ кунта пултарулăхне туптакансем. НИНА ВАГАПОВА: «Юрă-кĕвве илтме хăнăхтарасси, ушкăнри ачасене туслă пулма вĕрентесси манăн тĕп тĕллев пулнă. Туслашсан çеç пĕр-пĕрне хисеплес туртăм çуралать. Пĕр ĕçе явăçни, чун киленĕçне хăйсен вăхăтне халаллани ушкăнри ачасене пĕр чăмăра пухнă та. Паян та эпир пĕр-пĕринпе туслă». Вĕренекенсенчен паян пултаруллă ташăç ăшă сăмахсем йышăнать. Çулсем иртсен те ташă ăсталăхне, унăн вăрттăнлăхне парнеленĕ вĕрентекенне вĕсем яланах асра тытаççĕ. Кашни çул хавхалантарма тăрăшаççĕ