Корпоративлă спорта аталантарĕç
Чăваш Енри физкультурăпа спорт министерствипе «Раççейри машина тăвакансен» пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕ килĕшӳ турĕç. Малашне корпоративлă спорта пĕрле аталантарма палăртрĕç. Килĕшĕве машина тăвакансен тытăмĕнче ĕçлекенсене спортпа сывă пурнăç йĕркине май килнĕ таран ытларах хутшăнтарас тесе тунă. Ĕçпе тивĕçтерекенĕн предприятире е пĕрлешӳре сывă ĕçтешсем вăй хуни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ĕçре пысăк çитĕнӳ тăваççĕ, тухăçлă ĕçлеççĕ. Статистика тăрăх, кăçал республикăри предприятипе организацисен 150 000 ытла çынни ĕç вырăнĕнче спорта аталантарнă. Спортпа туслашни Çĕршыв Президенчĕн тата федерацин «Спорт – пурнăç норми» проектне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшать. 2030-мĕш çул тĕлне спортпа туслă çынсен шучĕ 70 процента яхăн пулмалла