Пултăран шар кăтартать
Чăваш Енре пушă уйсенче, юханшывсем, çулсем хĕррипе ирĕклĕ çитĕнет çак тискер ӳсентăран. 4 метр çӳллĕш пулма пултарать. Паян республикăра 800 гектар ытла çĕр лаптăкне пултăран юрăхсăра кăларать. Ыйту çивĕчленет. Влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче кун пирки те калаçрĕç. «Симĕс пушар». Пултăрана халăхра çапла калаççĕ. Сарăлма тытăнсан чарма питĕ кансĕр ăна. Вăл çĕре те наркăмăшлать, çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ. Ӳсентăрана ӳснĕçемĕн касса тăрсан, унăн тымарне йăвашлатса пырсан çеç пĕтерме пулать. Пултăран чечеке ларнă чухне наркăмăшлă сĕткенне тата та ытларах кăларнине палăртаççĕ специалистсем. Ку ӳсентăрана тĕкĕнсен тепĕр темиçе кунтан ӳт пĕçертнĕ евĕр хăмпăланать. Сĕткенĕ куçа лексен суккăрланма та пулать. Пĕлтĕр вăл Чăваш Енре 300 гектар çинче вăй илнĕ пулсан, республикăри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал наркăмăшлă ӳсентăран 800 ытла гектар çинче вăй илет. Шăмăршăсемсĕр пуçне пур районта та унран шар кураççĕ. Шупашкар хулинче те сунчăк евĕр хитре курăнакансере асăрханă. Регион ĕç-хĕлне тимлекен центр ку ыйтупа нумай çăхав шута илнине палăртрĕ те Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев. Кăçал çулла çитсен çеç пултăран ашкăрни пирки 40 çыру пулнă. ИННА НИКОЛАЕВА: «Çуллахи вăхăтра регион ĕç-хĕлне тимлекен центра Красноармейски, Çĕрпӳ, Вăрнар, Куславкка районĕсенче пурăнакансем пултăран вăйлă ӳсни пирки пĕлтернĕ. Çак ӳсен-тăран Шупашкарти Гагарин кĕперĕ айĕнче сарăлса кайнине пĕлтерекенсем те чылай пулнă. Пирĕн центр ку ыйтăва тимлĕхре тытать. Вырăнти администрацисем çак наркăмăшпа кĕрешеççĕ». Етĕрне, Элĕк, Йĕпреç тăрăхĕсенче пултăран лаптăкĕ 100 гектартан та иртет. Вăрман пек хунакан ӳсентăранпа кĕрешме хыснара пĕлтĕр 9 миллион тенке яхăн пăхса хăварнăччĕ. Кăçал ăна самай пысăклатса 19 миллион тенке çитернĕ. Нухрата наркăмăшлă çум-курăк çитĕнекен районсене панă. 19 муниципалитетра унпа кам кĕрешессине палăртнă. Вăрнар, Куславкка, Пăрачкав, Шупашкар, Етĕрне тата Тăвай районĕсенче ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ те. Юханшыв хĕрринчисене алă вĕççĕн кĕреçепе кăклаççĕ, ытти вырăнта вара хими хутăшĕсем сапса кĕрешеççĕ. Пĕр çултах хаяр пултăрана пĕтĕмпех тĕп тума май çук. Ку енпе çитес çул та хыснара укçа пăхса хăварĕç. Алина Сусметова, Павел Иритков