Шантарни тӳрре тухĕ

Шкулта тĕплĕ юсав ирттересси, çĕнĕ культура çуртне çĕклесси, нумай ачаллă çемьсене пулăшасси. Çак тата ытти ыйтупа Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне çитрĕç. Халăха пăшăрхантаракан самантсене татса пама тĕрлĕ ведомствăпа министерствăра тăрăшакансем те хутшăнчĕç. Надежда Щербаковăпа Валентина Петрова Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕнче пурăнаççĕ. 13 çул каялла вĕсен ялĕнче пысăк инкек пулнă, культура çуртĕнче «хĕрлĕ автан» ташланă иккен. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, анчах халĕ те ялта çĕнĕ культура çуртне çĕклеме май пулман. Çавăнпа та уяв, пуху тата ытти мероприяти ирттерме те вырăн çук иккен. Шанăç шыраса пултарулăх тĕнчине кăмăллакансем депутат патне çитнĕ. НАДЕЖДА ЩЕРБАКОВА: «Ачасен савăнăçне кăтартма, çамрăксен пĕр-пĕринпе калаçса ларма вырăн – клуб çук. Çав ыйтупа 13 çул эпир клуб тăвасшăн. 13 çул хушши çак ыйтупа тухатпăр, пирĕн нимĕнле те улшăну, сдвиг пулман, паянтан пире шанса пачĕç». Муркаш тăрăхĕнчи Ярапайкасси ялĕнче пурăнакан Татьяна Сухован вара тÿрех 2 ыйту. 7 ача амăшĕ Муркаш шкулĕнче логопед пулманнишĕн пăшăрханать. Ыйтăва татса парас тĕлĕшпе Чăваш Енри вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров район администрациĕн тивĕçĕне пурнăçлакан Алексей Матросовпа тата вĕрентÿ пайĕн ертÿçипе Зоя Дипломатовăпа çыхăнчĕ. Чăн та, ку енпе Муркашра ыйту çивĕч, çавăнпа та малашне педгогика университечĕпе тачă çыхăнса ĕçлес пулать. Нумай ачаллă çемьесене тĕрев парассипе çыхăннă ыйту та Татьянăшăн пĕлтерĕшлĕ. ТАТЬЯНА СУХОВА: «Пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнатпăр, ачасене валли кашнинех пÿлĕм кирлĕ, вĕренмешкĕн, экзамен тытмашкăн. Ыйтăвне татса пачĕç, 2024-мĕш çулта пулать пуль, логопедне 2 эрне кĕтме каларĕç. Кĕтетпĕр». Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тĕлпулăва çитнĕ çынсене пуçаруллă пулнишĕн тав турĕ. Кашни ыйтăвах – тулли хурав пачĕç. Çитес вăхăтра вара шантарнине тÿрре кăларас тесе тăрăшĕç. Юлия Адюкова, Павел Иритков

12+
13 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии