Добавить
Уведомления

Сыхлăх эмелне çĕнĕ мелпе яма пуçлĕç

Республикăра кăшăллă вируспа çыхăннă чылай чарăва пăрахăçланă пулсан та инфекци сарăлас хăрушлăх çав-çавах пур-ха. Хăрушă амакран хӳтĕленме май паракан чи шанчăклă мел – вакцинаци. Ӳте сыхлăх шĕвекне яртарнисен вара 6 уйăхран ревакцинаци тутармаллине те манмалла маррине аса илтереççĕ тухтăрсем. Çитес вăхăтра Чăваш Енре кăшăллă вирус чирĕнчен сыхлакан эмелне сăмса урлă яртарма та май пулĕ. Çак мел уссине тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш хула больницине çул тытрĕ. 3 эрне больницăра сипленни, йывăр асапланни паян та куç умĕнче. Виталий Смирнов коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕренпе чылай вăхăт иртнĕ. Апла пулсан та, çак амакпа еплерех кĕрешнине халĕ те лайăх астăвать вăл. Пĕрре тӳссе ирттернине урăх курмалла ан пултăр тесех вăл 6 уйăх каялла вакцинаци тутарнă. Халĕ вара, йĕркепе килĕшӳллĕн, ревакцинацине килнĕ. ВИТАЛИЙ СМИРНОВ: «Чирĕ йывăр вăл, ăна пĕлместĕн. Хушăран вăл çавăн пек пырса лекет, организм хавшать, чир хăйĕн ĕçне тăвать. Малалла чирĕ ан кайтăр тесе тепĕр хут прививка тăвас пулать, пурин те. Çăмăлрах чирлесе ирттĕр тесен, йĕрке тăрăх, 6 уйăхран прививка тусах пымалла». Кăшăллă вирус инфекцине çаклатакансен йышĕ республикăра самай чакнă. Апла пулсан та, кĕркуннехи тата хĕллехи чир тапхăрсенче кăшăллă вирус çаклатас хăрушлăх пур. Çавăнпа та тухтăрсем вакцинаци тата ревакцинаци тутарма сĕнеççĕ. ТАТЬЯНА ЕМЕЛЬЯНОВА: «Халĕ, шăнса-пăсăлас умĕн, коронавирус инфекцийĕпе чирлес умĕн, ревакцинаци меслечĕ питĕ кирлĕ. Часах пирĕн республикăра интерназальная вакцина кĕтеççĕ. Çав вакцинăна 2 тапхăрпа тăваççĕ. 3 эрнерен эпир çавăн пек насадкăсене килессе кĕтетпĕр». Ытларах чухне вирус çын орагнизмне сăмса е çăвар урлă кĕрет. «Çавăнпа та республикăра сыхлăх эмелне яртармалли çĕнĕ меле алла илни сывлăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулмалла», – палăртаççĕ тухтăрсем. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Юрий Марков

12+
10 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии