Добавить
Уведомления

Хула кунĕ çывхарать

Çурла уйăхĕн 3-мĕш вырсарникунĕнче Шупашкар хули çуралнă кунне паллă тăвать. Унччен вара шутлă кунсем юлчĕç. Программăна паян тĕп хула администрацийĕн çуртĕнче, уява ирттерессипе тата йĕркелессипе тимлекен комитет ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Хула кунĕ умĕн эрне тăршшĕпех тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Вĕсем куравсенчен, эскурсисенчен, спорт амăртăвĕсенчен пуçланаççĕ. Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче тĕп хулари юрă-ташă лапамĕнче баскетбол енĕпе чемпионат иртĕ. Каçхине хĕрлĕ тӳремре «чемпионсен кĕрешĕвĕ» пулать. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче çемье пултарулăхĕпе çамрăксен музыка фестивалĕ чи маттурисене пухать. Хĕрлĕ тӳремре иртекен уява пурте килсе курма пултараççĕ. Чапаев скверĕнчи этнофестиваль çулсеренех çĕр-çĕр çынна пуçтарать. Шĕкĕр хуламăр çуралнă кунĕнче çулсерен Чапай чей ĕçме чĕнет. Çак тĕлпулу паттăр ентешĕмĕр ятне упрама пулăшать. Василий Чапаев пурнăçĕнчи çĕнĕрен те çĕнĕ пулăмсене уçма май парать. Уява пынисем пĕр ĕмĕр каяллахи тапхăра таврăнĕç.Чапаев дивизийĕнчи çар çыннисем те унта пулĕç. Асăнмалăх-савăнмалăх сăн ӳкерĕнме май килĕ. Этнофестивале Чăваш Ен фольклор ушкăнĕсемпе тăванлашнă хуласенчен те – Гродноран, Торезран, Сухумран хăнасем çитĕç. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускав çыранĕнче ирхи зарядка иртет. Ăна республикăри фитнес федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина ертсе пырĕ. 15:00 сехетре хула техникин парачĕ иртĕ. Шупашкар кӳлемĕшĕнче вăйă карти туса юрăсем шăрантарĕç. Çапла майпа Раççей рекордне çĕнтеме палăртаççĕ артистсем. Уява пултаруллăх бульварĕпе театрализациленĕ спектакльсем те илем кӳрĕç. Каçхине 21:00 сехетре хула çыннисенмпе хăнисене Раççей юрăçи Денис Майданов хăйĕн пултарăхĕпе савăнтарĕ. Уяв 22:00 сехетре вĕçленĕ. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Юрий Марков

12+
22 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии