Йывăрлăхсем пулмалла мар!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ведомости» хаçат журналисчĕсемпе тĕл пулнă май санкцисен тапхăрĕнче республикăра еплерех лару-тăру пулнине уçăмлатрĕ. Интернет уçлăхĕнче лавккасенче кирлĕ тавар çитмес тесе хыпар çӳрет. Республикăра ку тĕлĕшпе çитменлĕхсем çук. Сахăр таврашĕ те республикăра çителĕклĕ. Чикĕ леш енчи пердприятисем хупăннă май ĕçсĕр тăрса юлакан çынсем йышланас хăрушлăх пур. Ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕсем пур. Республика Пуçлăхĕн сăмахĕсене яваплă ведомствăсем те çирĕплетеççĕ. ИММА ИВАНОВА: «Пирĕн çĕршывра сахăр çителĕклĕ. Вĕсем складсенче выртаççĕ, заводсенче те пур. Илсе çитереймеççĕ, мĕншĕн тесен çынсем нумай илни пирки, илсе пĕтернĕ пирки илсе килсе ĕлкĕреймеççĕ. Машинăсем çитмеççĕ. Вĕсене упаковать тумалла вăхăт кирлĕ. Çавна ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Паянхи кун, ĕнер магазинсенче пулнăччĕ. Куртăмăр. Унчченхи кунсенче ирхине кăна сахăр пур пулсассăн, юлашки кунсенче каçхине те курма пулать». АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Правительство постоновленийĕпе килĕшӳллĕн ĕçсĕр тăрса юлма пултаракан хăрушлăх пур граждансем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем тума пысăк укçа-тенкĕ уйăрнă. Ĕç паракансем вара çак мерăпа килĕшӳллĕн пер çын пуçне 60 000 ытла компенсаци илме пултарĕç. Çак мерăпа икĕ пин ытла çын пулăшу илме пултарать. Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче çенĕ ĕç вырăнĕ шырама регистрациленнĕ граждăнсем валли вăхăтлăх тӳлевлĕ общество ĕçĕсем йĕркелеме палăртнă. Енчен те палăртнă предприятисем производствăна улăштарас, урăхла майсемпе ĕçлеттерес тесен вĕсем патшалăх пулăшăвăпе усă курса хăйсен ĕçлекен çынсене çĕнĕ пĕлÿ пама пултараççĕ».