Коррупци çулне пӳлмелле
Ведомствăсен хушшинчи тĕрĕслев тата право органĕсем хытă каяшсене тăкассипе çыхăннă преступленисене тупса палăртас тата чарас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ Правительство çуртĕнче иртрĕ. Коррупцие сирес ыйтусене тишкерчĕç вĕсем. Муркаш, Патăрьел, Канаш районĕсенче çӳп-çап тирпейлекен комплекссем хута каймалла. Унсăр пуçне хушма полигон та пулĕ. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, вăл Муркаш тăрăхĕнче, Шупашкар хули çывăхĕнче вырнаçмалла. Çӳп-çапа тирпейлекен виçĕ комплекс тата хытă каяшсенчен ПДФ-топливо тăвакан завод хута яни чылай ыйтăва татса пама май парĕ. Ку ĕçе Раççейри экологи операторĕпе пĕрле тума палăртнă. Вăл хытă каяшсене усă курса ĕçленĕ чухне патшалăх политикине пурнăçлама май парать те. «Çавна май çӳп-çапа тирпейлеме ятарлă инфратытăм йĕркелеме май пулĕ», – палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев. «Ку чухне коррупци ĕçĕсем ал тупанĕ çинчи пекех курăнĕç», – терĕ вăл