Раççейри сĕтел çинчи теннисăн первенстви иртет
Республикăра Раççейри сĕтел çинчи теннисăн первенстви иртет. Ăмăртăва 20 çул тултарман хĕрсемпе каччăсем хутшăнаççĕ. Вăйăсем ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен иртĕç. Республикăри спортсменсем тупăшăва мĕнле хутшăнни пирки малалла тĕплĕнрех. Ку каччăсемпе хĕрсем сĕтел çинчи тенниспа ача садĕнченех кăсăкланаççĕ. Вĕсен пухмачĕнче медальсемпе хисеп хучĕсем те чылай. Çĕнтерӳçĕсен ретне тăма та шанчăк пур. ЮРИЙ АНТОНОВ: «Арçын ачасем вĕсем республикăра 11-мĕш вырăн йышăнаççĕ. Хĕрсем, шанатпăр, 1-мĕш вырăна. Призера лекеç пуль тесе шутлатăп. Пирĕн ушкăнра 2 мастер спорта пур». Тупăшăва 27 регионтан хушăнма кăмăл тунă. Спортсменсен тата 5 ăмăрту иртмелле. Сĕтел çинчи теннис – чăтăмлăха, хăвăртлăха юратать. Эппин, финалта чи маттурисем çеç юлĕç. Елизавета Цветкова, Сергей Емельянов