Спорт — ĕçре те, пурнăçра та пулăшать
Канмалли ăшă кунсенче 200 ытла тӳре-шара шур кĕпепе çӳллĕ кĕлеллĕ туфлисене спорт тумĕ çине улăштарса республикăра 20-мĕш хут иртекен спартакиадăна хутшăнчĕç. Олимп резервĕн 2-мĕш шкулĕн лапамĕнче йĕлтĕрпе ăмăртрĕç. Малашне вĕсен шашка, шахмат, баскетбол, дартс, мини-футбол, хутăш эстафета, канат туртса тата ытти спорт тĕсĕпе çулталăк тăршшĕ ăмăртмалла пулать. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх 3-мĕш вырăнта спорт министерстви, 2-мĕш вырăнта — Республика Пуçлăхĕн администрацийĕ, 1-мĕш — Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви. Муниципалитетсенчен — 3-мĕш вырăнта - Шупашкар район администрацийĕ, 2-мĕш Канаш районĕ, 1-мĕш Патăрьел районĕ.