«Руна çулĕ» проекта аталантараççĕ

Хăтлăрах та, илемлĕрех те. Чăваш Ен – туристсене илĕртекен регион пулмалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме «Руна çулĕ» проект май парать. Унăн маршрутне йĕркелес енĕпе республикăра малаллах тăрăшаççĕ. «Турă» тата «Сывлăх» рунисемпе çыхăннă лапасем хăш тăрăхра пулĕç тата вĕсене мĕншĕн çавнашкал ят панă? Кун çинчен малалла Юлия Адюкова тĕплĕнрех каласа парать. «Руна çулĕ» туризм маршрутне Чăваш Енри 13 район центрĕ кĕнĕ. Проектпа килĕшӳллĕн кашни тăрăхăн хăйĕн палли – руни пулмалла. Сăмахран, вăрманлă, юхан шывлă тата таса сывлăшлă Йăлăмри тавралăха – «Сывлăх» тесе ят пама шухăшланă. Улатăр тăрăхне, истори пулăмĕсене шута илсе, «Турă куçĕ» тесе палăртнă. Унта сăваплă вырăнсемпе çыхăннă туризм маршручĕ пулĕ. Руна ячĕсем ахальтен мар чăвашла янăраççĕ. ПЁТР ПАВЛОВ: «Чăваш чĕлхи вăл çак çĕрĕн информацине калать – кам пурăннă, мĕнле пурăннă – çавсене вĕçех. Çак «Руна çулĕ» çине Чăваш чĕлхине хушсан тата вăйлăрах пулать вăл, тата пулăшу пулать халăха, туристсене килме пулăшать». «Руна çулĕ» проекта малалла аталантарма çитес вăхăтра туристсен пĕрлĕхлĕ порталне тата интерактивлă хула навигацине йĕркелеме палăртаççĕ. НАДЕЖДА СТЕПАНОВА: «Çак мероприятинче чăваш символĕсене усă курса мĕнле туристсене хамăр пата чĕнсе, вĕсене мĕнпе интереслентересси пирки нумай калаçнă, чăваш символĕсене тĕрлĕрен хуласем тăрăх пайласа палăртса хăварни питĕ интереслĕ пек туйăнчĕ. Туристсемпе нумай тĕл пулатпăр, калаçатпăр, вĕсене хамăр тунă япаласене сутатпăр, вĕсемпе калаçнă чух ытларах чăваш культури çинчен каласа пама тăрăшатпăр». Тĕлпулăва туризм тытăмĕнче вăй хуракансем, истори ĕçченĕсем тата Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тăрăшакансем хутшăнчĕç. «Руна çулĕ» проекта çĕнĕ шухăшсем кĕртес тесе малаллах тимлеме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Игорь Зверев

12+
22 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии