«Атăлçи театрĕ» фестивальте чăвашсем палăрнă
Пĕтĕм тĕнчери театрсен кунĕнче «Атăлçи театрĕ» фестиваль çĕнтерӳçисене палăртрĕç. Кăçал конкурса Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи 14 регион хутшăнма кăмăл тунă. Ача-пăчасен тата çамрăксен театрĕн 28 коллективĕ конкурса чи паха спектакльсене тăратнă. Чăваш Республики конкурса икĕ спектакль тăратнă. «Чи лайăх çамрăксен спектаклĕ» номинацире Чăваш Республикин «Маяк» спектаклĕ 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Спектакле Владимир Маяковский совет поэтне халалланă. Артистсем унăн çăмăл мар пурнăçĕпе пултарулăхне кăтартса параççĕ. Спектакль пĕр актран кăна тăрать, унта калаçмаççĕ, туйăмсене, шухăшсене артистсем илемлĕ хускану ăсталăхĕ урлă уçса параççĕ. Вĕсен хусканăвĕ, ташши – тĕлĕнмелле, куракана тӳрех тыткăнлать. Ахальтен мар тĕп сăнара калăплакансем «Чи лайăх актёр» ята тивĕçрĕç те. МАКСИМ ВАСИЛЬЕВ: «Эпĕ унăн биографине вуларăм. Пĕчĕк япаласене ăнкарма тарăшрăм. Паллах, мана режиссерсем мĕнле вылямаллине те кăтартса панă. Ăçта вăл мĕн туять. Ăçта кăмăл-туйăмпа вăйлăрах пулмалла, ăçта лăпкăрах. Эпĕ ун сăввисене вуларăм. Çак сăнарпа хама çеç мар, урăх çын пурнăçне те туйса куртăм». Владимир Маяковский Лилия Брика кăмăлланă. Ăна вăл питĕ хытă юратнă. Хĕрарăм качча кайни те поэта чăрмантарман. ДАРЬЯ ДМИТРИЕВА: «Эпĕ тĕп сăнарне вылянă. Лилия Брик сăнарĕ ман. Ăна калăплама мана питĕ йывăр пулнă, мĕншĕн тесен вăл питĕ вăйлă, хăватлă, асамлă, интереслĕ сăнар. Ăна калăплама мана режиссерсем пулăшнă, сĕнӳ панă – ăçта мĕн тумаллине, ăçта мĕн кăтартмаллине. Хăш-пĕр чух йĕрсе, хăш-чухне савăнса та илнĕ». Ача-пăчасен ушкăнĕнчи ăмăртăва Шупашкарти 4-мĕш лицей хутшăнчĕ. Шел пулин те, пĕчĕк артистсем çĕнтерӳçĕсен йышне кĕреймерĕç. Çитес çулхи фестивальте вĕсем чи маттурисен ушкăнĕнче пулма палăртаççĕ. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов