Шкул ачисем çĕршыври конкурсра палăрнă
Чăваш Енри виçĕ проект шкулти ыр кăмăллăх отрячĕсен йышĕнчи пĕтĕм Раççейри конкурсра палăрнă. «Ырăлăх каникула каймасть» тупăшăва пурĕ çĕршыври 1300 отряд хутшăннă. Улатăр районĕнчи Ахматово шкулĕнче вĕренекенсем тăлăха тата ашшĕ-амăш хӳттисĕр юлнă ачасене пулăшма шутланă. Юлташĕсемпе килĕштереймен ачасемпе пĕр чĕлхе тупмалли вăрттăнлăхсене вĕсем хăйсен проектĕнче çырса кăтартнă. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме 292 000 тенкĕ пăхса хăварнă. Конкурсра Шупашкарти 12-мĕш шкулăн проектне те ырланă. «Эко-эпир» пуçару шкулсенче ырă ĕç тăвакансен ĕçне аталантарма май парать. Унăн хакĕ 298 000 тенкĕпе танлашать. Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулăн «Феникс» проекчĕ чĕр-чунсене тимлĕх уйăрма пулăшĕ. Проекта ĕçлеттерме 300 000 тенкĕ тăкаклĕç. Шкул ачисем хатĕрленĕ пуçарусене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен ĕçе кĕртмелле