Добавить
Уведомления

Шыв хăрушсăрлăхĕ — тĕпре

Раççейри синкерлĕ лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх инспекторĕсемпе пĕрле массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем Атăл çыранне тĕрĕслерĕç. Шыв хĕрринче канакансем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнаççĕ-и? Карапсемпе çӳрекенсем хăйсемпе документ илсе çӳреççĕ-и? Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне çынсем шыв хĕррине сулхăн шыраса васкаççĕ. Пĕрисем караппа ишеççĕ. Çапах та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисем те пур, инспекторсем 68 тĕслĕхе шута илнĕ. Катерпа документсăр çула тухакансене 15 пин тенкĕлĕх штраф пачĕç. Атăлăн сулахай енче хăйăр çинче 2 000 яхăн çын хĕвел çинче хĕртĕнсе выртать. Ачасене аслисен хăйсен тĕллĕн шыва кĕртме юраманнине, куçран вĕçертмелле маррине тепĕр хутчен аса илтерчĕç. Ятарлă памяткăсем салатса пачĕç. Ашшĕ-амăшен яланах пĕлмелле – ачасем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Эрех-сăра ĕçсе ӳсĕрĕлсен шыва кĕме юраманнине те асра тытмалла. Палламан çĕрте, уйрăмах тĕттĕмре чăмпăлтатма васкамалла мар. Çавăнпа шыва кĕме юракан вырăнсенче çеç канма май тупмалла. Мĕншĕн тесен водолазсем ятарласа килсе шыв, пĕве, кӳлĕ тĕпне тĕрĕслеççĕ. Санитарипе эпидимологи тĕрĕслевĕсем иртеççĕ çав вырăнта. Кунсерен пляжсенче виçĕ çăлавçă ĕçлет. Тата пĕр медицина ĕçченĕ. Пăтăрмахлă лару-тăру сиксе тухсан е пулăшу кирлĕ пулсан çынсен вĕсене чĕнмелле. ГЕРМАН МАЙКОВ: «Пирĕн республикăра çуллахи шыва кĕмелли тапхăр пуçланас умĕн хатĕрлесе 13 пляж тата 120 ялсенче ятарласа, хатĕрлесе шыва кĕрсе тухса çыран хĕрринче кăмăллă ларса канса илмешкĕн ĕнтĕ». Паянхи куна Чӑваш Енре 21 ҫын путса вилнĕ, вĕсенчен 3-шĕ – ачасем. Вĕсем пурте шыва кĕме юраман вырăнсенче пулса иртнĕ.

12+
39 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии