Çĕр улми куравĕ уçăлать

Чăваш Енре çулсеренех çĕр улми туса илекенсен куравĕ пулать. Кăçал ял хуçалăх куравĕ пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕнче Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав центрĕнче иртĕ. Кăçалхипе вăл 14-мĕш хут иртет. Унта хамăр патра тата ют çĕршывра туса кăларакан им-çампа, иккĕмĕш çăкăра хӳтĕлемелли хатĕрсемпе, ял хуçалăхĕнче кирлĕ ытти продукципе, вăрлăхлăх çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕпе паллаштарĕç. Курава Раççейĕн 24 регионĕнчен тата Белоруç Республикинчен 90 ытла компани хутшăнмалла. Чăваш Енри хуçалăхсем те хăйсен таварне кăтартаççĕ. Çĕрпӳ тарăхĕнче вырнаçнă ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕ те курава çулсерен хутшăнать. СВЕТЛАНА КОНСТАНТИНОВА: «Çак курава эпир хальччен илсе кайнă 24 тĕрлĕ сорт. Кăçал вара 40 тĕрлĕ сорт илсе кайса кăтартасшăн». Паян хуçалăхра хĕрӳ тапхăр. Курав валли кунта лайăх вăрлăх çеç хатĕрлеççĕ. АЛЕВТИНА ЕВДОКИМОВА: «Михĕсене тултарнă чухне эпир касăк, чирл, хитре мар улмасене ямастпăр. Кашни мишука 2-шер кг тултаратпăр, этикетка хуратпăр». Куравччен шутлă кунсем юлчĕç. Çитменнине лайăх çĕрулмие уйăрса çуркунне лартма куçлăлантарма хумашкăн та вăхăт çитет. Ир пуçласа каçчен ĕçченсем çĕрулми вăрлăхне суйлаççĕ. ОЛЬГА СТЕПАНОВА: «Питĕ йывăрах та мар. Кунĕпе ура çинче тăратпăр. Ĕçлетпĕр. Кăнтăрлахи апата кĕретпĕр. Тăваттăччен ĕçлетпĕр. Çавăн пек кун иртет». Çĕрпӳ тăрăхĕнчи хуçалăх çĕр улми куравне мĕнле хатĕрленнине тĕплĕнрех «Эрне» кăларăмра 19:00 сехетре курма пултаратăр

12+
6 просмотров
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии