Социаллă пулăшупа тивĕçтерни
Чăваш Республикинче пурăнакан ачаллă çемьесем, аслă ăрурисем илекен тӳлевсене индексацилеççĕ. 76 000 ытла ачана – 8 çултан пуçласа 16 çула çитнисене – çĕнĕ тĕрев укçи пама палăртнă. Ку çĕнĕлĕхе Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе пурнăçлаççĕ. Пособие кам мĕн чухлĕ илессине 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасене парăнакан тĕрев укçине шутланă меслетпе палăртаççĕ. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви, Раççей Пенси фончĕ, Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче хуравларĕ. Уйăхсерен парăнакан тĕрев укçи индексаци хыççăн мĕн чухлĕ ӳсет? Ăна илме ятарлă хутсем тăратмалла-и? Ку тата ытти ыйтăва тĕрлĕ социаллă тетелтен республикăра пурăнакансем ярса панă. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн уçă çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене эпир халĕ пурнăçа кĕртме пуçларăмăр. Республикăн Правительстви йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пĕтĕм социаллă пособисене индексацилетпĕр. Социаллă пособисем 9 процента яхăн ӳсеççĕ. Çакăн шутне уйăхсерен парăнакан ача пособийĕсем, усрава илнĕ ачасемшĕн парăнакан пособисем, ĕç ветеранĕсем, вăрçă ветеранĕсем илсе тăракан пособисем кĕреççĕ». Хевтесĕррисене, тăлăхсене те пулăшусăр хăвармаççĕ. Çĕршыв тулашĕнчи хирĕç тăрăва пула чылайăшĕ тĕрев укçи вăхăтра çитет-ши тесе пăшăрханать. Мĕн пур социаллă пулăшу вăхăтра çитет тесе палăртрĕç «хĕрӳ лини» вăхăтĕнче. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Ача пособисене март уйăхĕнче эпир ӳстерсе тӳлерĕмĕр ĕнтĕ. Ытти пособисем те çак март уйăхĕнчех вĕсен пособине ӳстерсе тӳлĕпĕр. Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 8 çултан пуçласа 16 çулхи ачасене кашни уйăх социаллă пособи тӳлемелле. Çак пособие сахал тупăшлă çемьесем илсе тăрĕç».