Добавить
Уведомления

Çĕнĕ проект - çĕнĕ ĕç вырăнĕ

«Стратеги-2035» тĕп аталану докуменчĕн укçа-тенкĕ хывмалли портфельне 284 миллиард ытла тенкĕлĕх 450 проект кĕрет. Чăваш Енре хальлĕхе унта лекнĕ 131 ĕç пурнăçланнă. Сумми те курăмлă – 9 миллиард тенкĕ ытла. Паллах, кирек мĕнле пуçару та – çĕнĕ ĕç вырăнĕ. 901 çын вăй хума тытăннă вĕсенче. Çак ыйтăва хускатрĕç те влаçра тăрăшакансен ларăвĕнче. Унтах Чăваш Енри инвестици аталанăвĕн агенствин ĕç-хĕлне те тишкерчĕç. Чăваш Енри инвестици аталанăвĕн агенстви пĕлтĕртен ĕçлеме пуçларĕ. Вăл «пĕр чӳрече» мелне тĕпе хурса тăрăшать. Паян пĕрлешӳ «Стратеги-2035» документри проектсенчен 43-шĕнпе тимлет. 28 миллиард тенкĕ ытлалăх ĕçсем тумалла. Палăртнин çуррипе килĕшӳсем хатĕр те. Агенство проектсемпе тимленĕ чухне çĕр лаптăкне суйлама, патшалăх пулăшăвĕпе резидент статусне илме пулăшать. Тĕслĕхрен, инвесторсем валли 22 лаптăк çуйласа илнĕ, пурĕ 143 гектар синче. Анчах та çĕр лаптăкĕсем уйăрнă чухне чăрмавсем пур иккен. Муниципалитетсен шайĕнче лав хăш чухне вырăнтан тапранасшăн мар. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак çитменлĕхе пĕтермеллине, ертӳçĕсен вырăнта пуçаруллăрах пулмаллине хытарсах каларĕ. Çĕнĕ производствăсем район хыснине пуянлатма пулăшаççĕ-çке. Кăçал калăпăшлă проектсем те пурнăçланмалла. Çав шутра – «Бирс Арматура» компанин ксилит туса кăларакан завод строительствин проекчĕ. Вăл 3 миллиард тенкĕ инвестици хывассине тӳрре кăлармалла. «Фабканди» – пылак çимĕçсем хатĕрлекен произодство хута ямалли проект та илĕртет. Çак предприятисем çынсене çĕнĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле, регион экономикин аталанăвне çиреплетмелле. «Трансэнергопром» вара республикăра энергоцентр тата электричество АЗСĕсем тума палăртать, инвестицисен калăпăшĕ миллиард ытла тенкĕпе танлашмалла. Çакă Олег Алексеевича та кăсăклантарчĕ. Вăл çĕнĕ объекта çут çанталăк газĕпе тивĕçтересси пирки ыйтрĕ. Газ тĕлĕшпе проект ĕçĕсене тăвасси, ытти ыйтăва татса парасси икĕ çулах тăсăлса кайма пултарать иккен. Олег Алексеевич Санкт-Петербургри экономика форумĕнче хăй «Газпром межрегионгаз» ертӳçипе Сергей Густовпа курнăçнине аса илтерчĕ, тĕлпулура çак ыйту тавра та калаçу пулнине палăртрĕ. Çавна май ĕçе хăвартлатас тесе ун ячĕпе тивĕçлĕ çыру çырма сĕнчĕ. Чăваш Енри инвестици аталанăвĕн агенстви районпа хула инвестици профильне йĕркелессипе те тимлет. Хальлĕхе республикăра 4 пилотлă муниципалитет: Вăрнар, Муркаш, Çĕрпӳ районĕсем тата Çĕнĕ Шупашкар хули. Кăçалтан вĕсен йышĕ тата та ӳсмелле

12+
22 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии