Добавить
Уведомления

Экотехнопарк, çӳп-çап ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç

«Промышленность ипотекипе усă курсан экотехнопарк тăвас проект малалла тапранĕ», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Эмир Бедертдиновпа тĕл пулнă май. Хытă хут, пластик, аккумулятор. Çавнашкал çӳп-çапа ăçта чикмелле? Шăпах çак тĕллевпе республикăра экотехнопарк йĕркелесшĕн. Экотехнопарка хута яни çӳп-çап купин калăпăшĕ пысăкланасран пулăшасса, хытă каяшсене ĕçе ярса çут çанталăка сиен кӳрес шай чакасса шанать Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Вăл палăртнă тăрăх, ку лапам хытă каяшсене ĕçе ярассипе ĕçлекен бизнеса илĕртмелле. Регион ертӳçи экотехнопарка икĕ енлĕ хатĕрлеме сĕнчĕ. Предприятисене пĕр çĕре пухмалла е ĕçлекен пĕрлешӳсене кластера пухмалла. «Шăпах халĕ промышленность ипотекин пулăшăвĕпе усă курма май пур», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Хытă каяшсемпе тĕрĕс усă курасси пирки те концепци йышăннă. Çӳп-çапа пуçтарса уйăракан комплекссем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче хута кайнă. Вĕсен йышне ӳстересшĕн – кĕçех ун пеккисем Канашра, Патăрьелĕнче, Муркашра уçăлмалла. Çавăн пекех RDF-топливо кăларакан завод тума та палăртнă. Çĕршыв, республика шайĕнче пурнăçланакан «Атăла сыватасси», «Таса çĕршыв», «Вăрмансене упрасси» проектсене те сӳтсе яврĕç

12+
32 просмотра
4 года назад

, чтобы оставлять комментарии